EPISODE · Jan 18, 2023 · 4 MIN
Забони чувашӣ - Инҷили Луқо 23: 1-25.3gp
from ===="Суханҳои зиндагӣ", "Хабари хуш", "Суруди Инҷил" - Забонҳои хурд дар Тоҷикистон / "Слова жизни", "Благая весть", "Евангельская песня" - малые языки, на которых говорят в Таджикистане==== · host Republic of Tajikistan Words of Life 1
Чувашский язык - Евангелие от Луки 23:1-25.3gp / Chuvash Language - Gospel of Luke 23: 1-25.3gp // КОРИНФСЕМ ПАТНЕ 1-МӖШ 13 - Юратулӑх1Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ. 2Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп. 3Эпӗ пӗтӗм пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳт-пӗвӗме вута пӑрахма килӗшсен те, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин мана ҫавӑнтан ним усси те пулас ҫук. 4Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть, 5сӗмсӗрленмест, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, усаллине асра тытмасть; 6суяшӑн мар, чӑнлӑхшӑн савӑнать. 7Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет. 8Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. 9Мӗншӗн тесен эпир кӑштах пӗлкелетпӗр, кӑштах пророкла калаҫкалатпӑр; 10чи пахи килсен вара кӑштаххи пӑрахӑҫланӗ. 11Ача чухне эпӗ ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнланаттӑм. Ар ҫулне ҫитсессӗн ача-пӑча шухӑшне пӑрахрӑм. 12Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп. 13Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.
NOW PLAYING
Забони чувашӣ - Инҷили Луқо 23: 1-25.3gp
No transcript for this episode yet
Similar Episodes
Dec 24, 2025 ·2m
Dec 22, 2025 ·20m
Dec 19, 2025 ·0m
Dec 16, 2025 ·54m