EPISODE · Jan 18, 2023 · 6 MIN
Чувашӣ (chӑvash chӗlkhi) Забон - "Даъват барои шиносоии шахсан Исо".3gp
from ===="Суханҳои зиндагӣ", "Хабари хуш", "Суруди Инҷил" - Забонҳои хурд дар Тоҷикистон / "Слова жизни", "Благая весть", "Евангельская песня" - малые языки, на которых говорят в Таджикистане==== · host Republic of Tajikistan Words of Life 1
Чувашский Язык - "Приглашение узнать Иисуса лично".3gp / Chuvash Language - "Invitation to Know Jesus Personally".3gp // ИОАНН 1 - Сӑмах ӳтленни1Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. 2Ҫав Сӑмах чӑн малтанах Турӑра пулнӑ. 3Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. 4Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. 5Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хуплаймасть. 6Ҫӗр ҫинче Турӑ янӑ ҫын пулнӑ, вӑл Иоанн ятлӑ пулнӑ. 7Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ. 8Вӑл хӑй ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн янӑ. 9Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать. 10Вӑл Хӑй пултарнӑ тӗнчерех пулнӑ, анчах тӗнче Ӑна пӗлеймен. 11Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман. 12Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ. 13Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.14Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр. 15«Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, Вӑл манчченех пулнӑ тесе каланӑччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ», – хыттӑн каласа ҫирӗплетнӗ Ун ҫинчен Иоанн. 16Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. 17Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.
Embed this episode
Ready to play
Чувашӣ (chӑvash chӗlkhi) Забон - "Даъват барои шиносоии шахсан Исо".3gp
No transcript for this episode yet
Similar Episodes
No similar episodes found.
Similar Podcasts
No similar podcasts found.