EPISODE · Aug 15, 2022 · 1 MIN
"Падари мо" - Ба забони чувашй.3gp
from ===="Суханҳои зиндагӣ", "Хабари хуш", "Суруди Инҷил" - Забонҳои хурд дар Тоҷикистон / "Слова жизни", "Благая весть", "Евангельская песня" - малые языки, на которых говорят в Таджикистане==== · host Republic of Tajikistan Words of Life 1
"Отче наш" - На чувашском.3gp / "Our Father" - In Chuvash.3gp // КОРИНФСЕМ ПАТНЕ 1-МӖШ 15 - Христос чӗрӗлни1Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр. 2Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр. 3Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн малтанах хам мӗн йышӑннине патӑм: Ҫырнинче каланӑ пекех, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ. 4Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. 5Малтан Вӑл Кифӑна курӑннӑ, кайран – Вун иккӗшне, 6тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха. 7Унтан Вӑл Иакова курӑннӑ, каярахпа – ытти мӗн пур апостолсене. 8Юлашкинчен вара Вӑл мана, юрӑхсӑра, курӑнчӗ. 9Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп. 10Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ. 11Эпир пурте Ырӑ Хыпара пӗрешкел вӗрентетпӗр, эсир пурте ҫавна ӗнентӗр.
NOW PLAYING
"Падари мо" - Ба забони чувашй.3gp
No transcript for this episode yet
Similar Episodes
Dec 24, 2025 ·2m
Dec 22, 2025 ·20m
Dec 19, 2025 ·0m
Dec 16, 2025 ·54m